Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Макарова Елена Анатольевна

Макарова Елена Анатольевна (сцена ҫинчи ячӗ — Елена Корсакова) — Раҫҫейри чӑваш эстрада юрӑҫи, режиссёр тата вӗрентекен.

Пурнӑҫӗ

Елена Корсакова Тутар АССРӗнчи Теччӗ районне кӗрекен Аслӑ Ӑнӑ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. 1996 ҫулта тӑван ялӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкула вӗренсе пӗтернӗ.

2000 ҫулта Ф. П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищине «халӑх хорӗпе ансамблӗн артисчӗ, пултарулӑх коллективӗн ертӳҫи» специальноҫпе вӗренсе пӗтернӗ. Фольклор уйрӑмӗнче Сакмаров Илья Аркадьевич класӗнче пӗлӳ илнӗ.

Шупашкар шкулӗнче ӗҫленӗ, ачасене чӑваш фольклорне вӗрентнӗ. 2000 ҫулта Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче артист-вокалист пулса ӗҫлеме пуҫланӑ, «Чӑваш ен» тата «Ҫавал» ансамбльсенче юрланӑ.

2005 ҫулта «Центр-Б» автосалонта кредит уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ.

2009 ҫултанпа Габишево ялӗнчи культурӑпа спорт центрӗнче (Тутарстанри Лайӑш районӗн культура ҫурчӗн филиалӗ) режиссёр пулса вӑй хурать.

Ку центр ҫумӗнче вӑл «Калинка» ача-пӑча фольклор ансамбльне йӗркеленӗ. Коллектив район, республика тата пӗтӗм Раҫҫей шайӗнчи мероприятисене («Звонкая капель», «Пирӗн кил — Тутарстан», «Каравон», «Уяв», «Сабантуй») хастар хутшӑнать.

Эстрадӑра юрлама Е. Корсаковӑна Наумов Алексей композитор тата «Хусан чӑвашӗсем» ушкӑн ертӳҫи сӗннӗ. Ҫавӑн пекех ӑна Малышев Константин (республикӑри чӑвашла «Сувар» хаҫатӑн тӗп редакторӗ пулнӑскер) пулӑшу панӑ.

Елена Корсакован пӗрремӗш юрри — «Уйрӑлу» (Алексей Наумов кӗвви, Кӗмӗл Галина сӑвви).

Юрӑҫ шкул ҫулӗсенчех сцена ҫине тухнӑ. Каярахпа вӑл Чӑваш патшалӑх филармонийӗн концерчӗсене тата ытти культура мероприятине хутшӑннӑ.

Паллӑ юррисем: «Юратма пӗлмерӗм пуль», «Аллӑ ҫул», «Кӗмӗл туй», «Симӗс куҫусем», «Сувар», «Уйрӑлу».

Репертуарӗнче Алексей Наумовпа, Эльвира Савельевӑпа тата Анатолий Осиповпа дуэтпа шӑрантарнӑ юрӑсем пур.

Юрӑсен авторӗсем: Наумов Алексей композитор, Альбина Юрату, Валерий Раштав, Галина Кӗмӗл сӑвӑҫсем.

«Веснавея» ансамбльте тата «Весна» дуэтра (Савельева Эльвирапа пӗрле) юрлать. Ку коллективсем Тутарстан Республикинчи тата Раҫҫейӗн ытти регионӗнчи тӗрлӗ мероприятипе конкурса хутшӑнаҫҫӗ.

«Хусан чӑвашӗсем» чӑваш эстрада ушкӑнӗн солисчӗ шутланать.

Ҫитӗнӗвӗсем

  • «Каравон» Пӗтӗм Раҫҫейри вырӑс халӑх уявӗн дипломӗсем (2011–2026 ҫулсем);
  • «Уяв» республикӑри чӑваш культура уявӗн дипломӗсем (2014–2026 ҫулсем);
  • Чӑваш рекрут юррин республика конкурсӗн I степеньлӗ лауреат дипломӗ (2022 ҫул);
  • «Троицкие хороводы» вырӑс фольклорӗн республика уявӗн дипломӗ (2021 ҫул);
  • «Спой по-чувашски» чӑваш юррисен конкурсӗн финалисчӗн дипломӗ (2021 ҫул);
  • Тӑван Ҫӗршыв Аслӑ вӑрҫи ҫӗнтерӗвӗн 79-мӗш ҫулне халалласа ирттернӗ «Со слезами на глазах» конкурсӑн II степеньлӗ дипломӗ (2024 ҫул);
  • «Кайри-мала» хит-парадра иккӗмӗш вырӑн (2024 ҫул);
  • «Рождественская сказка для тебя» VI Тӗнче конкурсӗнчи «Эстрада вокалӗ» номинацире «Веснавея» халӑх вокал ансамблӗн гран-при дипломӗ (2026 ҫул);
  • А. В. Котков ячӗллӗ XXXV республикӑри вырӑс хор музыка фестивалӗнче «Веснавея» халӑх вокал ансамблӗн лауреат дипломӗ (2026 ҫул);
  • Тӗнче шайӗнчи патриотизм конкурсӗнче (15 ҫӗршыв юрӑҫисем хушшинче) «Вокал ӳнерӗ» номинацире I степеньлӗ лауреат дипломӗ (2026 ҫул).

Обществӑлла ӗҫӗ

Тутарстанри чӑвашсен наципе культура обществисен ӗҫне хутшӑнать, культура мероприятийӗсене йӗркелеме пулӑшать.

Хусанта чӑваш культурин кунӗсене, концертсене, фестивальсене тата наци уявӗсене ирттерме хутшӑнать.

Юрӑҫ чӑваш тата вырӑс халӑхӗн культурине, чӗлхипе йӑли-йӗркине сыхласа хӑварас тата аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывать.

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ентешсене пулӑшас ӗҫре тӑрӑшать, ыркӑмӑллӑх концерчӗсенче юрлать.

Хисепӗсем

  • Чӑваш наци конгресӗн Хисеп хучӗ (2016 ҫул);
  • Лайӑш районӗн пуҫлӑхӗн Тав сӑмахӗ (2016 ҫул);
  • Тутарстан Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗн Тав ҫырӑвӗ (2019 ҫул);
  • Тутарстан Республикин Ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн Тав ҫырӑвӗ (2019 ҫул);
  • Тутарстан Республикин «Татмедиа» акционерлӑ обществин Тав ҫырӑвӗ (2023 ҫул);
  • Ятарлӑ ҫар операцийӗ вӑхӑтӗнче ҫапӑҫусене хутшӑнакансене пулӑшассипе ӗҫленӗшӗн Тутарстанри Лайӑш районӗн «Помощь СВОИМ» фончӗн Тав ҫырӑвӗ (2024 ҫул);
  • Тутарстан Республикинчи Чӑваш наци-культура автономийӗн Хисеп хучӗ (2025 ҫул);
  • Тутарстан Республикин Культура министерствин Тав ҫырӑвӗ (2026 ҫул).

Ҫемье

  • Ашшӗ — Анатолий Викторович.
  • Амӑшӗ — Мария Васильевна.
  • Ҫемьере виҫӗ ача ҫитӗннӗ: Елена, Дмитрий тата Валерий.
  • Хӗрӗ — София.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2026-09-23 15:25:54 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 42 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем